АТТЕМӖР ПУТИН
Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ -
Ҫӗршывӑмӑн аттийӗ эсӗ .
Сире пур ҫын та , халӑх чӗнчӗ -
Лаву тем пысăкăш - пурте тиеҫҫӗ .
Шанса , савса та ӗненсе ,
Сире тилхепене паратпӑр .
Ҫӗршыв теме те ҫӗнессе -
Кирлех ҫӗнтерӳри парадӑр .
Чи пысăкки те пуянни ,
Пирĕн ҫӗршыв ҫак ҫӗр ҫинче .
Суверенитетне туянни ,
Пурне те килĕшмест иккен .
Хамӑр ҫӗрпе - хамӑр хуҫа :
Телейлӗ те пулас килет .
Шутлаттаратпӑр та пуҫа -
Патшамӑр ҫеҫ пурне пӗлет .
Вӑй-хал та ҫирӗп сывлӑх пултӑр ,
Сире , аттемӗр , Владимир Путин !
Историре ыр йӗрпе юлтӑр ,
Эсир Раҫҫейпеле утни !
ТӲПЕ ЮРККИ
КАШНИ ЧӐВАШ
Кашни чӑваш - патша та сӑвӑҫ ,
Артист та юрӑҫ , пӑхаттир .
Чӑваш пулни , чӑнах та - савӑнӑҫ :
Мӗне тӑрать пирӗн Аттил !
Ытла ыр кӑмӑллӑ пирки ,
Айван та тейӗҫ ют ҫынсем .
Ун - хӑйӗн пурнӑҫӑн йӗрки ,
Ҫапах та пур-ха ҫылӑхсем .
Эрех ӗҫсе чӗлӗм туртни -
Хӑвна-хӑвах йӳҫӗхтерни .
Ним ҫукранах чунтан урни -
Чуна пустуях пӗтерни .
Сӑмах тасалӑхӗ , тирпейӗ ,
Чӑваш чӗлхиллӗ калаҫу .
Такам та : - Ӑслӑ ҫын ку ! - тейӗ :
- Ҫапла вӗрентнӗ аслаҫу .
Килет-каять укҫа тени -
Сывлӑх кӑна пурне те ҫиттӗр .
Чӑваш - уй-хирӗн путени -
Хӑй аллипе лартнине ҫитӗр .
Килти апат, тӑп-тӑрӑ шыв ,
Таса та уҫӑ ирхи сывлӑш .
Ҫуралнӑ ял , тӑван ҫӗршыв ,
Чуна сиплет тата ы