Патӑрьел районӗнчи Алманчӑ ялӗнче пурӑнакан Попова Роза Никандровна 80 ҫулхи юбилейне уявларӗ. Ӑна эпир чӗререн саламлатпӑр!
Роза Никандровна 1942-мӗш çулхи июнь уйӑхӗн 5-мӗш кунӗнче Алманчӑ ялӗнчех çуралнӑ. Ашшӗ тӑван çӗршывӑн аслӑ вӑрçинче вилнӗ, часах амӑшӗ те çамрӑк ачисене тӑлӑха хӑварса çут тӗнчерен уйрӑлать. Тӑлӑх çитӗнекен хӗрӗн хура-шуррине нумай курма тивнӗ. Алманчӑри вӑтам шкулӑн 8 класӗнчен вӗренсе тухсан тепӗр икӗ çула Çӗрпӳ хулинчи шкул-интератра вӗренме тивет. Ку шкултан тухсан комсомол путевкипе Иркутск облаçӗнчи Железногорск хулинчи обогатительный комбинатра арматурщик пулса 3 çул ӗçлет çамрӑк хӗр. Пӗр вӑхӑтрах Иркутск хулинчи политтехника институтне куçӑмсӑр майпа вӗренме к