КАЙРИ - МАЛА хит-парад. 15.12.2019ç.
Акă, черетлĕ сасăлав пĕтĕмлетĕвĕ те хатĕр. Аса илтеретпĕр, хит-парадра кам миçемĕш вырăн йышăннине Интернетри сасăлав кăтартса парать. Унта эсир те хутшăнма пултаратăр. Çакăн валли Чăваш радион страницине «ВКонтакте» тата «Одноклассники» социаллă тытăмсенче тупмалла. Унта кашни вырсарникун черетлĕ кăларăма итлеме тата килĕшекен юрăпа юрăçшăн сасăлама пулать. Тархасшăн. Хутшăнăр. Ку вăл пĕрре те кăткăс мар тата тÿлевсĕр. Çапла вара акă мĕнле лару-тăру ку хутĕнче. Яланхи пекех, чи аялти йĕркерен шутласа хăпарма тытăнатпăр.
10-мĕш вырăн – Алексей Наумов, «Эсĕ ман шăпа»
9-мĕш вырăн – Мария Гущина, «Аса ил»
8-мĕш вырăн – Ольга Осипова, «Пĕлетĕн-и, савни»
7-м
КАЙРИ - МАЛА хит-парад. 08.12.2019ç.
Кĕçех пĕр эрнене мар, çулталăка пĕтĕмлетмелле пулать. 2019-мĕш çул хит-парадне кăçал çĕнтернĕ юрăçсемпе вĕсен хайлавĕсем кăна лекĕç. Вăхăт нумай мар, çапах чи нумай сасă пухса пĕтĕмлетÿ кăларăмне лекес шанăç кашни артистăн пур. Çитменнине халĕ çул уçăлчĕ. Ольга Кириллова виçĕ эрне пĕр улшăнмасăр çĕнтерÿçĕ пулнă хыççăн пуçа каçăртса кăларăмран тухса кайрĕ. Кам-ши паян хит-парад тăрринче? Унăн ятне яланхи пекех чи аялтан шутласа хăпарăпăр.
10-мĕш вырăн – Ольга Осипова, «Пĕлетĕн-и, савни»
9-мĕш вырăн – Мария Гущина, «Аса ил»
8-мĕш вырăн – Алексей Наумов, «Эсĕ ман шăпа»
7-мĕш вырăн – «Икĕ тус» ушкăн, «Ах, савни-савни»
6-мĕш вырăн – Фарида, «Пурăнăç – çурхи
КАЙРИ - МАЛА хит-парад. 01.12.2019ç.
Пĕлместпĕр эсир мĕнле те – эпир тата артистсем кăштах тунсăхлама та ĕлкĕртĕмĕр. Çавăнпа хаваспах эфира таврăнса хальхи чăваш юррисене янратма хатĕр. Чи пĕлтерĕшли - эпир сирĕнпе çыхăнăва татман. Аса илтеретпĕр, кăларăмра 10 юрăç тупăшать. Вĕсенчен кам маттуртарах пулнине интернетри сасăлав кăтартса парать. Çакна харăсах «ВКонтакте» тата «Одноклассники» социаллă тытăмсенче тума пулать. Тархасшăн, Чăваш радион ушкăнне хутшăнăр. Унта кашни эрнере çĕнĕ сасăлав иртет. Ку тапхăр вара пирĕн вăрăмрах пулчĕ. Çавăнпа пушшех те кăсăклă: упраса хăварчĕ-и Ольга Кириллова çĕнтерÿçĕ ялавне? Вăл, аставатăр пулсан, юлашки икĕ кăларăмăн фаворичĕ. Мĕнех, хит-парад картлашк
КАЙРИ - МАЛА хит-парад. 10.11.2019ç.
Чăваш радион «Одноклассники» тата «ВКонтакте» социаллă тытăмсенчи страницисенче пыракан тупăшура пин ытла сасă шута илтĕмĕр. Мĕн калама пулать, пĕтĕмĕшле: кайрисем хыçалтах юлчĕç, малта пыракансем вара хăйсен лару-тăрăвне тата ытларах çирĕплетрĕç. Мĕнех, яланхи пекех, чи аялти йĕркерен тишкерме тытăнатпăр:
10-мĕш вырăн – Фарида, «Пурăнăç – çурхи юмах»
9-мĕш вырăн – Алексей Наумов, «Эсĕ ман шăпа»
8-мĕш вырăн – Светлана Печникова, «Кĕрхи кунсем»
7-мĕш вырăн – Михаил Иванов, «Розăсем»
6-мĕш вырăн – Владимир Шинжаев, «Çил-тăман»
5-мĕш вырăн – Роза Беляева, «Савнă тусăма»
4-мĕш вырăн – Елена Энжей, «Эх, тăхлачă-хăта»
3-мĕш вырăн – Диана, «Асамлă самант»
2-м