Каллех
астăвăм сывлăшпе сывлатăп...
Çак сывлăшра — пÿртри хăна-вěрле.
Ăна сăйлать ав кил хуçи хěрарăм.
Курасчě ман та сăй
йышпа пěрле.
Хăнасене алран aш валеçeççě
вěceн сумне те хисепне кура:
хисеплěреххисем çeç тивěçeççě
чи лайăх татăка
кěрекере...
Никам та мар,
çaпла тумашкăн хушнă
cěм авалтан пыран йăла-йěрке...
Мěнех тăвайăпăр?
Йăли ку — çук халь...
Ватăceне кÿрентеретпěр-çке!
Хыçра — пурне те юрăхлă йăла.
Хыçра — ман иртнě пурнăçăм
сывлать!..
--
Станислав Сатур
Пӑвакасси ялӗ