Тĕрев пулсан ĕç ăнатех Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă кăçалхи Çырăвĕнче Раççейри пĕчĕк тата вăтам бизнеса пур енлĕ пулăшу памалли çинчен каланă. Çĕршыв ертÿçи палăртнă тăрăх, пĕчĕк тата вăтам бизнесăн экономикăри тÿпи 21 процентпа танлашать. Иртнĕ çул кăна 1 миллион та 200 пин çĕнĕ компани ĕçлеме пуçланă. Вĕсене вара малалла аталанма пулăшупа кирлĕ. «Предпринимательлĕхе... пулăшмалла. Вĕсем çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тăваççĕ, çынсене ĕçпе тата тимлĕхпе тивĕçтереççĕ. Çакăнта влаçăн вара – пулăшмалла!» - тенĕ Владимир Путин. Хăйсен пурнăçне предприниматель ĕçĕпе çыхăнтарма шут тытнă çыннăн чăннипех те хăюллă пулма тивет пулĕ, мĕншĕн тесен пуçа килекен вун-вун е унран та ытларах
Пĕчĕк йышпа - пысăк ĕç Уй-хирте тракторист сеялкăллă агрегатпа çаврăм хыççăн çаврăм тăвать. Тусанĕ вара таçта çитиех вĕçсе саланать. Акă, трактор чарăнчĕ. Кабинăран утмăл урлă каçнă арçын тухрĕ. Пĕр-пĕрин патне çывхартăмăр та алă тытрăмăр, Анат Татмăшри Геннадий Никифоровпа туххăмра калаçу йĕркелерĕмĕр. - Ыранхи кунпа пурăнмасан майĕ çук. Вăхăтра аксан кăна тырăллă пулатăн. Çуркуннехи çанталăк çумăрсăр мар, акнă тырра шăтса тухма та нÿрĕкĕ çителĕклех пулĕ, - терĕ фермер. Çав самантра трактор прицепĕ çине иккĕн йăпăр-япăр хăпарчĕç: пĕри вăтамрах, тепри аслăрах çулсенчискер. Вĕсем тулли михĕсене йăтса сеялкăна куçарчĕç, хыççăн пушатрĕç. - Сеяльщиксем маттур. Эдуард Трофимовпа Юрий Миронов
Паянхи номерте вулама сĕнетпĕр: Майăн (çу) 03-мĕшĕ, 2024 çул Тăван кĕтес илĕртнĕрен ята таврăннă Генрих Романов. Предпринимательлĕхе аталанма нацпроект пулăшать. Ямашсем Захар Трофимов ентеш-генерала манмаççĕ. Çут çанталăкран çĕнĕ вăй-хал илет советник.
27 апреля работники культуры Аликовского округа приняли участие на Гала-концерте республиканского фестиваля народного творчества «Салют Победы!», где были приглашены лучшие исполнители и коллективы участвовавшие в зональном смотре.
Мероприятие прошло в ДК Тракторостроителей г.Чебоксары.
Уншăн çуралнă кĕтесрен хакли нимĕн те çук. Фермер ĕçне куллен йĕркелесе пынишĕн, вырăнти хăй тытăмлĕхĕн территори общество ертÿçин тивĕçне тума тивнишĕн вуçех ÿкĕнмест. Вăл малтан-мала талпăнса çĕнĕ çитĕнÿсем тума пултарасси пирки иккĕленмест. Вячеслав Владимирович Филимонов «Чăваш Республикинчи чи лайăх муниципаллă пĕрлешÿ» конкурсра «Вырăнти хăй тытăмлăхĕн территори обществин чи лайăх председателĕ» номинацире виççĕмĕш вырăна тивĕçни ĕçчен те мал ĕмĕтлĕ пулнине çирĕплетсе парать.
Вячеслав Владимирович, ялти ытти тантăшĕсем пекех, ача чухнех ĕç енне туртăнма пуçланă. Тăван тавралăха юратса ÿснĕ, йывăçсемпе шыв-шурăн, чечек-курăкăн илемĕ малалла ...
Максим Архипов Раççейре ятарлă çар операцийĕ пуçлансан Элĕк муниципаллă округĕнчи ытти çĕршыв сыхлавçисемпе пĕрлех унта ăсаннă. Раççейшĕн лăпкă мар тапхăрта алла повестка тыттарни арçыншăн кĕтменлĕх пулман пулин те, Екатерина Вальерьевна мăшăрĕпе ашшĕ-амăшĕшĕн чĕринче вара хытах пăлхану çуратнă. - Вĕсене те ăнланма пулать ĕнтĕ. Семен ывăлăмăр ун чухне çулталăка та çитменччĕ. Мăшăра кăкăр ачипе пĕччен çăмăлах мар. Аттепе анне, Катьăн ашшĕпе амăшĕ пысăк пулăшу кÿреççĕ халĕ ăна. Вĕсем яланах унпа юнашар. Çавăнпа та шанчăклă мана та, - палăртать 30 çула та çитмен арçын. Çывăх çыннисене пăшăрхантарас мар тесен май килнĕ таран тăтăшах çыхăнăва тухать. Пĕр-пĕр задание каяс умĕн е çитес кунсенче