Чӑваш наци конгресӗн "Чӑваш хӗрарӑмӗ" комитечӗпе Шупашкар муниципалитет округӗнчи конгресс уйрӑмӗпе пӗрле Вӑрманкас Тӑрӑн культура ҫуртӗнче чӑваш чӗлхи кунне тата Ҫемье ҫулталӑкне палӑртса "Ҫемье ӑшшин управҫисем" ҫавра сӗтел ирттерчӗ.
Пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Елчӗкри культура керменӗнче регионсем хушшинчи "Хӗрарӑм, сан умӑнта таятӑп пуҫӑма" конкурсӑн республикӑри тапхӑрӗ иртрӗ. Елчӗк, Канаш, Йӗпреҫ, Ҫӗмӗрле, Шупашкар, Элӗк, Етӗрне муниципаллӑ округсенчи чи пултаруллӑ хӗрарӑмсем хутшӑнчӗҫ унта.
Елчӗк округӗн ертӳҫи Леонард Левый, культура пайӗн пуҫлӑхӗ Марина Демьянова, клуб системин ертӳҫи Вера Панкратова хӑнасене ӑшпиллӗн кӗтсе илчӗҫ. Уява чӑннипех елчӗксем питӗ аван хатӗрленнӗ. Конкурса хутшӑнакансем валли пур май та туса панӑ.
Тӳресем хушшинче пулса эпӗ те маттур хӗрарӑмсен пултарулӑхне хаклама тивӗҫ пултӑм.
Конкурс илемлӗ те кӑмӑллӑ иртрӗ.

Зинаида Михайловна Чернова килӗнчи этнографи музейӗнче.
Картишре ятарласа музей валли ҫурт хӑпартма та пуҫланӑ кунта.
Хӗрлӗ Чутай муниципалитет округӗ.
Частный этнографический музей в доме Зинаиды Михайловны Черновой.
Начато строительство специального здания для музейных предметов рядом с жилым домом.
Красночетайский муниципальный округ.
#частныемузеи