Аннемçĕм 1 Çутă, лăпкă кÿлĕре Ларать шуйттан пытанса, Калас сăмах чĕрере Тăрать тухма вăтанса. Кĕсле тытса ларсассăн Итлекенĕ тупăнĕ, Чуна уçса çырсассăн Вулаканĕ ăнланĕ. Тĕпчев ĕçне ăнтăлса Ăс ÿстерĕç çамрăксем, Аннем çинчен ăнланса Итлĕç танлă чăвашсем. Тусен çине хăпарсан Хĕвел пăхать ăшăрах, Ту çамкине тăрсассăн Сас илтĕнет уçăрах. Усăнчăк чул хĕрелсе Ват уçлăхра тăнă пек, Янрав каять кĕрлесе Уяр аçа çапнă пек. 2 Иртнĕ ĕмĕр пуçĕнче Çуралнă ман аннемçĕм, Çĕр çул пулнă кунĕнче Çыру пултăр парнемçĕм. Çитмĕл çичĕ уй урлă Ярап сана саламсем, Ват салтак пек хăюллă Вутпа пиçнĕ сăмахсем. Пурăннă эс нушапа, Пÿртне хутнă хуралла, Туртса пĕчĕк урапа Пурнăç тăснă малалла. Тепле йывăр пулсан та Йыхăн
Аннемçĕм 1 Çутă, лăпкă кÿлĕре Ларать шуйттан пытанса, Калас сăмах чĕрере Тăрать тухма вăтанса. Кĕсле тытса ларсассăн Итлекенĕ тупăнĕ, Чуна уçса çырсассăн Вулаканĕ ăнланĕ. Тĕпчев ĕçне ăнтăлса Ăс ÿстерĕç çамрăксем, Аннем çинчен ăнланса Итлĕç танлă чăвашсем. Тусен çине хăпарсан Хĕвел пăхать ăшăрах, Ту çамкине тăрсассăн Сас илтĕнет уçăрах. Усăнчăк чул хĕрелсе Ват уçлăхра тăнă пек, Янрав каять кĕрлесе Уяр аçа çапнă пек. 2 Иртнĕ ĕмĕр пуçĕнче Çуралнă ман аннемçĕм, Çĕр çул пулнă кунĕнче Çыру пултăр парнемçĕм. Çитмĕл çичĕ уй урлă Ярап сана саламсем, Ват салтак пек хăюллă Вутпа пиçнĕ сăмахсем. Пурăннă эс нушапа, Пÿртне хутнă хуралла, Туртса пĕчĕк урапа Пур