Пӗчӗк Сашшук тӗлӗнет
Пӗчӗк Сашшук тӗлӗнет-
Асламӑшӗпе пуплет:
- Асаннеҫӗм, мӗн тума
Тухрӑн патакпа утма?
Асламӑшӗ йӑл кулать,
Мӑнукне пуҫран шӑлать.
- Сан пекех эп халь айван-
Урасем утмаҫ аван.
- Ман пекех пулсан апла
Эсӗ мӗншӗн патакпа?
Эп патак тытмастӑп-ҫке,
Ӳксен - тӑратӑп сиксе!
- Ватӑлнӑ ман урасем-
Чупнӑ пит нумай вӗсем.
Шалт тӗлӗнет халь Сашшук -
Чупмалла-ши халь е ҫук?
Людмила Семенова
Интересно Сашеньке
Интересно Сашеньке
Бывает иногда:
- Почему же, бабушка,
С палкой ты всегда?
Улыбнулась бабушка:
- Без палки мне нельзя.
Ножки слабые мои
Теперь, как у тебя.
- Если так, то не пойму,
Я без палки почему?
Если даже упаду-
Вскачу быстро и бегу.
- Ножки старые мои -
Много
***
Каҫарӑр мана...
Каҫаратӑп сире те!
Каҫару ыйтнӑран
Ҫылӑх пулмӗ пӗрре те!
***
Простите меня...
Прощаю я всех!
Прощенья просить-
Это не грех!
***
Пуринчен те каçару ыйтатăп...
Каçaрсамăр! Тархаслатăп!
Тен, кама-тăр кÿрентернĕ,
Ăнланмасăр, тен, шÿтленĕ.
Усал шутланă, тен каланă?
Пурте каçарăр - эп каçарăп,
Кĕл тусах чуна тасатăп.
Çаплах сире те Тур каçартăр!
Ырри, таси чунра упрантăр!
Людмила Семенова
***
У всех прошу прощения...
Может и обидела кого-то,
Плохо думала, шутила ...
Уж простите ради Бога!
И я сегодня всех прощаю,
С молитвой Богу обращаюсь
А Он простит - я это знаю!
Добра и мира всем желаю.
(перевод автора
Л.Семенова)