Пӗрле пурӑннине мӗн ҫитет!
Чӑн та, пӗрле пуçтарăнса чуна уçса калаçни, пĕр-пĕрин çитĕнĕвĕсемшĕн савăнни, малашнехи ырă та çутă тĕллевсене палăртнинчен пахи нимĕн те çук.
Ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Чӑваш академи драма театрӗнче Елчӗк ентешлӗхӗн анлӑ уявӗ кӗрлерӗ.
Фойере ал-ӗҫ ӑстисен куравӗсем ӗҫлерӗҫ. Ӗҫ вӑхӑчӗ пулсан та, Елчӗксем уява яланхиллех чылайӑн пуҫтарӑнчӗҫ.
Кӑнтӑрла 11 сехетре уявӑн официаллӑ пайӗ пуҫланчӗ.
Малтанах Сӑваплӑ Турамӑшӗн Лащ-Таяпари чиркӗвӗн настоятелĕ Силуан атте уяв чипер ирсе кайтӑр тесе пиллерӗ.
Кӑҫалхи ентешлӗх праҫникне Раççейри çемье çулталăкне, Чăваш Республикинче Экологи культурипе çут çанталăка перекетлес çулталăкне тата Елчĕк Ен ентешлĕхне 30 - çул çитнине х