Саламлатӑп, юратнӑ тусӑмӑрсем❤️ Манас марччӗ атте-аннемӗр парнеленӗ чӗвӗлти чӗлхемӗре. Манран - ҫӗнӗ сӑввӑм🌸 ( Сӑн ӳкерчӗкӗ Настя хӗрӗмӗн )
Юратӑвӑм, тӑван чӑваш чӗлхиҫӗм ман
Хӗвел чӗлхийӗ пулӗ эс, тӑван чӗлхеҫӗм,
Чун ҫумӗнчи нихҫан сӳнми хӗлхемӗм ман.
Ҫунатӑм та, пурнӑҫӑмри хавха, тӗрекӗм,
Юратӑвӑм, тӑван чӑваш чӗлхиҫӗм ман.
Инҫе ҫула тухсан пӗрлех ларса канатпӑр,
Пуплетпӗр, ҫывӑх тусӑм, иккӗн уйрӑлми.
Шухӑшсемпе ӑҫта кӑна ҫитсе куратпӑр?
Юхса пырать сӑмахӗ пирӗн чарӑнми.
Сан сассупа ман чун таҫтах ейӳ каять- ҫке,
Ытла та ҫепӗҫ эс. Ҫӑл куҫ пекех таса.
Халтан кайни те тепӗр чух сӗм ҫухалать-ҫке
Хитре чӑваш юрри юхсассӑн шӑранса.
Анне-атте те эсӗ. Савнӑ ял урамӗ
Кӗрле тӑратчӗ чӑвашла чуна уҫса.
Ҫуралнӑ кил ӑшшийӗн пӗр турамӗ
Санра пурнать. Тӑратӑн вӑй парса.
Чӑваш чӗлхипелех аннем ҫула ӑсатрӗ,
Пил пачӗ ыр сунса килтен каяс чухне.
Санри хӑват ӳксессӗн те тӑма вӑй парӗ,
Пурнать чӑваш ҫынни эс пурӑннӑ чухне.
13. 04. 2024. Мая Салампи
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 16