Пултараймӑп сана юратмасӑр тӑма,
Ҫӑлтӑрсем ҫутатмарӗҫ-ши пирӗн ҫула?
Тӗллеттерчӗҫ пулас, чун савни, сан енне?
Мӗншӗн эсӗ суйларӑн мана ҫеҫ, пӗрне?
Ҫут хӗвел, тен, чухлать ҫакӑ вӑрттӑнлӑха?
Мӗншӗн чун пӗр санпа талпӑнать уҫлӑха?
Ҫакӑ пурнӑҫ ҫӑтмахӗ санра пытанать,
Чун-чӗрем эс пуртан пин-пин юрӑ хывать.
Ман валлийӗ суйлатӑн хитре чечексем,
Вӗсенче тӗрленеҫ чи чечен кӗвӗсем.
Сӑмахсем? Мӗн вӗсем? Ӑшӑтаймӗҫ чуна,
Ӗҫсенче эп туятӑп хӗрӳ туйӑмна.
Эсӗ - ҫӑлӑнӑҫ манӑн, эс - ман юрату,
Ҫупӑрлать чӗреме сан илемлӗ яту.
Эс - пӗрре. Урӑх ҫук сан пекки ҫӗр ҫинче,
Юрату вуланать куҫусен вутӗнче.
Ҫул хывар-и, савни, ҫӗрлехи сукмакпа?
Ҫут телей кайӑкне ҫатӑрлар ывӑҫпа.
Ӗмӗтсем йыхравлаҫҫӗ пире илӗртсе,
Асамат кӗперле аякран хӗмленсе.
26. 04. 2024. Мая Салампи
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 33