Килсе кур,тăванăм,тăвану патне.
Кунсерен кĕтетĕп,маншăн пул парне!
Килсе кур,чĕнетĕп!Ан мансам çулне...
Çитсе кур,тăванăм,вăхăт пур чухне!
Вăхăту сахал пуль...ĕçÿсем нумай...
Кунсерен шутлатăп сан çинчен пĕрмай.
Асăмран тухмастăн тунсăх пуснă май.
Килсе кур,тăванăм,курманни чылай!
Ĕмĕрсем иртеççĕ,çулĕсем шăваç...
Юхакан кунсем те канăçа памаç...
Килсе кур,тăванăм!Юлайсам пĕр каç!
Чунăмра юлмалăх манпала калаç!
Килсе кур,тăванăм,тăвану патне.
Кунсерен кĕтетĕп,чуншăн пул парне!
Килсе кур,чĕнетĕп!Ан мансам çулне...
Çитсе кур,тăванăм,сывлăх пур чухне!