Улах каçĕ
Кĕрхи ĕçсем вĕçленсен, хĕл кунĕсем пуçлансан чăвашсем йывăр çĕр ĕçĕнчен каннă, улах ларма тытăннă. Улаха çамрăксем ларнă. Ваттисем ĕлĕк ахаль лариччен кĕрĕк арки йăвала тенĕ.
Çавăнпа чăваш хĕрĕсем те улаха ахаль çÿремен, хăйсемпе пĕрле
алă ĕçĕсем илсе кайнă. Качча кайма тупра хатĕрленĕ. Каччисем
вара улаха хĕр суйлама çÿренĕ.
Эпир те, Засвияжски районĕнче пурăнакан чăвашсем çĕнĕ хулара
вырнаçнă «Ниме» культура центрне улаха кайрăмăр. Халăхра
каланă пек – вĕсене курма, хамăра кăтартма. Нимере пире ăшшăн
кĕтсе илчĕç. Герман Мадюков ырă сунса, уяв ячĕпе саламласа
ăшă сăмахсем каларĕ. Çĕнĕ çулта пархатарлăх сунчĕ. «Илем» юрă
ушкăнĕн юрăçи Ольга Дмитриева малтан чăвашсем мĕнле улах ларн