Аксусем Хусанта ярмăркка тапхăрне вӗҫлерӗç Паян районти ял хуҫалӑх таварӗсене туса илекенсем ҫурхи тапхăрта юлашки хут таварсене сутма Хусана тухса кайрӗҫ. Республикӑн тӗп хулинче ҫурхи ярмăрккӑсем пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче стартларӗҫ, пирӗн район вӗсенчен тӑваттӑшне хутшӑнчӗ. Ҫак тапхӑрта аксусем ял хуҫалӑх продукцине пӗтӗмӗшле суммӑпа 8,76 миллион тенкӗлӗх пурнӑҫланӑ. Ял хуҫалӑх ярмăрккинче 21 ял тăрăхӗ, харпӑр хушма хуҫалӑхӗсем, КФХ тата районти ял хуҫалӑх предприятийӗсем хутшӑннӑ. Ярмӑрккӑсене ирттерме районти культура Ҫурчӗн пултарулӑх коллективӗн представителӗсем те хутшӑннӑ, хӑйсен концерт номерӗсемпе суту-илӳ площадкинче ырӑ кӑмӑл-туйӑм çӗкленӗ. Районти ял хуҫалӑх коллективӗсем ярмӑрккан