КАЙРИ - МАЛА хит-парад. 28.11.2021ç.
Кану хыççăн кăларăм эфира таврăнать. Икĕ эрне пĕтĕмлетÿ туман пулин те, сасăлав чарăнса ларман. Çавăнпа паян хаваспах яланхи йĕркепе хамăр шутлава тытăнатпăр. Аса илтеретпĕр, сасăлав Чăваш радион «Одноклассники» тата «ВКонтакте» социаллă тытăмсенчи страницинче пырать. Мĕн кăтартса пачĕ-ха иртнĕ тапхăр? Пурте маттур, çапах та паян пĕр пултаруллă ушкăнпа сыв пуллашма тивет.
10-мĕш вырăн – Влад Хăват, «Эпĕ – ăмăрткайăк»
9-мĕш вырăн – Виталий Воронов, «Маттуркка»
8-мĕш вырăн – Влад Ерлыгин, «Май ҫук тавӑрма иртнине»
7-мĕш вырăн – Алексей Иванов, «Тамаша»
6-мĕш вырăн – Катя Петрова, Алексей Казанцев, «Ан çунтар»
5-мĕш вырăн – Константин Рязанов, «Такка-такка
КАЙРИ - МАЛА хит-парад. 24.10.2021ç.
Ку кăларăмра харăсах виçĕ çĕнĕ юрă янратас терĕмĕр. Паллах, вĕсене пурне те тÿрех сасăлава кĕртейместпĕр, анчах та çĕнĕ çынсем çитес кăларăмрах камăн вырăнне те пулин йышăнма пултараççĕ. Çавăнпа хăвăра килĕшекен артистсемшĕн тата юрăсемшĕн сасăлама ан ÿркенĕр. Унсăрăн вĕсем хит-парадран тухса ÿкес хăрушлăх пур.
Аса илтеретĕп, сасăлав йерки питĕ ансат. «ВКонтакте» е «Одноклассники» социалла сетьсенче малтанах Чăваш радио ушкăнне кĕмелле, унтан хит-парадăн юлашки кăларăмне тупмалла, Паянхи, сăмахран, вăл октябрь уйăхĕн 24-мĕшĕпе тăрать. Çавăнти сасăлав таблицинче камшăн сасăлас тетĕр, çавăншăн çеккĕл кăна лартатăр. Паллах, кăларăма итленĕ хыççăн))) Шансах