КАЙРИ - МАЛА хит-парад - 28.05.2023ç. Çу уйăхĕ кăçал çуллахи ăшăпа савăнтарчĕ, шанатпăр, çитес виçĕ уйăх та пире савăк çанталăкпа кăна килентерĕ. Паян вара эпир çурхи юлашки хит-парада пĕтĕмлететпĕр. Вăл пире чылай çĕнĕ юрăпа кăмăла çĕклерĕ. Паян та сире çĕнĕ ĕçпе паллаштарас тетпĕр. Хăвăр шухаша вара яланхи пекех Чăваш радион «ВКонтакте» тата «Одноклассники» социаллă тытăмри ушкăнĕсенче, çавăн пекех Телеграм-каналта пĕлтерме пултаратăр. Сасăлăр, пулăшăр артистсене хит-парад картлашккисемпе çĕкленме! 10-мĕш вырăн – Елена Энжей, «Юратсан хитре тĕнче» 9-мĕш вырăн – Елена Бриз, «Сан паян уяв» 8-мĕш вырăн – Андрей Думилин, «Килетĕн» 7-мĕш вырăн – Алексей Иванов, «Юратап сана, тăван» 6-мĕш вы
КАЙРИ - МАЛА хит-парад - 07.05.2023ç. Уявсен вунăкунлăхĕ малалла пырать. Майăн 1-мĕшĕ иртсе кайрĕ, умра – Аслă Çĕнтерÿ кунĕ, паян вара – Радио тата çыхăну тытăмĕнче ĕçлекенсен професси уявĕ. Пурне те иртсе кайнă тата çывхаракан паллă кунсемпе чунтан саламлатпăр, паян уйрăмах хамăр ĕçтешсене тата мĕнпур радиоитлекене çирĕп сывлăх, хавхалану тата тăнăç пурнăç сунас килет. Ĕçчен чăваш халăхĕшĕн канмалли кунсем тухăçлă пулччăр. Пирĕн эфирти юрăсем вара сирĕн кăмăла çĕклеччĕр. 10-мĕш вырăн – Елена Бриз, «Сан паян уяв» 9-мĕш вырăн – Андрей Думилин, «Килетĕн» 8-мĕш вырăн – Лариса Пасхина, «Кирлĕ юрату» 7-мĕш вырăн – Алексей Иванов, «Аса илсем» 6-мĕш вырăн – Валентина Михайлова, Елена Энжей, «Л