Аваллăхсăр малашлăх çук!
Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта çакна питĕ лайăх ăнланаççĕ. Тăван халăх чĕлхине, йăли-йĕркине, юрри-ташшине, апачĕпе вăййисене пĕлмен çынсен пуласлăхĕ питĕ иккеленÿллĕ. Çавăнпах ку шкулта Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕпе пĕрле республикăри пĕрремĕш фестиваль йĕркеленĕ. Унта ача садне çÿрекен тата шкулта пĕлÿ илекен ачасене тата вĕсен вĕрентекенĕсене йыхравланă. Вĕсен тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне хаклама сумлă жюри чĕннĕ.
Вăл йыша эпĕ те лекрĕм, хамăн паллă ентешсемпе пĕрле уявра пулса савăнтăм! Мĕн курни-илтнине Чăваш радиопа тухса тăракан «Шăнкăрав» передачăра каласа патăм. Кăмăл пулсан, итлесе пăхăр)))