Пить пултаруллӑ та иккен Канаш районне кӗрекен
Вӑрман Енӗш енчисем. Йывӑҫ клуб илемлӗ те тирпейлӗ. Музейри ӗлӗкхи тумтир, савӑт-сапа, тылӑ тата ытти те питӗ тӗлӗнтерчӗ. Константин Ивановӑн "Нарспи" поэминчи сӑнарсем куҫ умне тухса тӑчӗҫ.
Ял халӑхӗ те концерта йышлӑ та пӗр каварлах пухӑнчӗҫ. Туслӑх, юлташлӑх, пӗрлӗхлӗх,килӗшӳллӗ те савӑнӑҫлӑх курӑнчӗ ялйышсем ҫинче.Кунта "Енӗшсем"фольклорпа театр ушкӑнӗ паха тӗслӗх кӑтартни палӑрчӗ.Питӗ пултаруллӑ,маттур, ытарайми ҫепӗҫ чӗлхисемпе,илемлӗхӗпе,туртӑмӗпе тыткӑнлама пултарчӗҫ. Концертпа килнӗ юрӑҫсем те кӑмӑллӑ юлса кӑҫалхи ял уявне килме шантарса сӑмах пачӗҫ.
Клуб ӗҫченӗсем алӑ усса ларманни, халӑхпа хутшӑнма пӗлни ытти клуб ӗҫченӗсемшӗн тӗслӗх