Черетлĕ "88 интервью" кĕнеке Красноярск хулинче пурăнакан маттур чăваш хĕрарăмĕ Валентина Сапронова патне вĕçрĕ. Унпа эпĕ Валера Раштав сăвăçа пула паллашрăм. Ман пата Валерăна курас тĕллевпе шăнкăравларĕ те пĕрле инвалидсен çуртне хăнана кайса килтĕмĕр. Валентина ун чух Валерăна спонсорла пулăшу парса хавхалантарчĕ, кунсăр пуçне унăн кĕнекине те аякри ентешсем валли туянчĕ. Валера та ав кĕтмен çĕртен сарăмсăр çĕре кĕчĕ. Халь ак асăнмалăх фотосем çеç юлчĕç.
Очередная книга "88 интервью" "улетела" в Красноярск, к очень душевной чувашке Валентине Сапрановой. С ней я познакомилась благодаря чувашскому поэту Валерию Раштаву. Валентина приехала на чувашский праздник в Чебоксары и попросил