Замечательную чувашскую песню "Хуньăм, хуняма" ( "Тесть и тёща" ) поёт автор этой песни поэт, композитор и певец чувашской эстрады Виталий Иванович Адюков (псевдоним " Этюк Витти ").
=================================
Для любознательных:
---------------------------------------------------------------—
"Русско-чувашский словарь". 40 000 слов. Под редакцией И. А. Андреева и Н. П. Петрова. Москва, "Советская Энциклопедия", 1971 г.
- - - - - - - - - - - - - - - - - - - - - - - - - - - - - - - - - - - - - - -
Тесть — Хуньăм, хунь ( арăмăн ашшĕ, то есть отец жены )
Тёща — Хуняма ( арăмăн амăшĕ, то есть мать жены )
Свёкр — Хуняçа, пăятам ( упăшкан ашшĕ, то есть отец мужа )
Свекровь — Хуняма, пăянам ( упăшкан амăшĕ, то есть мать мужа )
В тексте песни есть такие слова: Пÿремеч, Кăрчама, Шăрттан
------------------------------------------------------------------------------------—
Пÿремеч - ватрушка (например,
Çĕрулми пÿремечĕ - ватрушка с картошкой,
Тăпăрчă пÿремечĕ - ватрушка с творогом).
Кăрчама - брага ( сахăрлă сăра, то есть пиво на основе сахарного песка),
Пыллă кăрчама - медовая брага, то есть брага на основе мёда, медовуха).
Медовуха или медовое пиво в некоторых местах говорят — Мăрсалла.
Самогон — Căмакун, килти ерех (домашняя водка), ханша, кумăшкă, кумăшка, кăмăшка; то есть разные диалекты говорят по-разному.
Сăра - обыкновенное Пиво,
Чăваш сăри - Пиво на основе чувашского хмеля (чăваш хăмлинчен).
----------------------------------------------------------------------------------------—
Шăрттан — шыртан ( рубец, начиненный рубленым мясом и зажаренный),
Типĕтнĕ шăрттан — сушёный шыртан,
Шăрттан тирĕ — рубец, оболочка шыртана.
В тексте песни есть "Хуньăм кăмăлтан лартрĕ пуçламан шăрттан" , то есть "Тесть поставил от души на стол непочатый шыртан".
=======================================
Текст песни "Хуньăм,хуняма" ("Тесть и тёща").
=======================================
1). Пĕр эрнекун каçпала,
Хыпар илне майпала,
Хуньăм патне хăнана
Пуçтарăнтăмăр яла-а-а...
Эп, пасартан çула май, —
Туянтамăр сăмавар,
Пури тулли пÿремеч,
Сумка тулли кучене-е-е-ç.
Арăм ларчĕ юнашар,
Ачасем те пит хавас.
Машинĕ çил пек ыткăнчĕ мала-а-а…
Чунра ырă кăмăллă,
Чĕрем тапать çăмăллăн —
Сисмесĕрех çитрĕмĕр яла-а-а...
Припев: ( Хушса юрлани: ) – 2 раза.
-------------------------------------—
Эй, хуньăм, хуньăм, хуняма -
Уçса яр-ха алăкна,
Усса яр-ха хапхуна-а-а...
Хуньăм, хуньăм, хуняма -
Кĕтсе илĕр-ха мана,
Кĕтсе илĕр-ха мана-а-а...
------------------------------------—
2). Тулса кайрĕ сăмавар -
Пăс кăларчĕ пăр та пар.
Тав та хуньăм: - кăмăлтан
Лартрĕ пуçламан шăртта-а-ан.
Чун уççийĕ хуняма
Сăпайларĕ сăрапа —
Сăри питĕ кăпăклă,
Ĕçсе ларма кăмăллă-ă-ă...
Савнă хуньăм тав сана,
Хунямаçăм сав мана —
Пыл куркийĕ сирпĕнчĕ çÿл-е-е-е...
Мачча тăрри тĕп-тĕрлĕ,
Манăн пит те хĕп-хĕрлĕ,
Ташлама хистерĕ чун-чĕре-е-е...
Припев: ( Хушса юрлани
– 2 раза.
-------------------------------------—
Хуньăм, хуньăм, хуняма -
Туртса кăлар-ха купăсна,
Тăсса яр-ха гармунна-а-а…
Хуньăм, хуньăм, хуняма -
Ташша тухăр-ха манпа,
Ташша ярăр-ха манпа-а-а…
-------------------------------------—
3). Ĕçмелле-йи ĕçкине,
Е, ĕçне ĕçлемелле,
Хыпар туса чĕнсе яр —
Килсе çитĕпĕр вăр-вар-р-р…
Çурмалла–йи вуттине,
Çулмалла-йи уттине,
Пĕрне-пĕри пулăшар,
Ĕмĕр пĕрле пурăна-а-а-р...
Тăван пиçнĕ тăварпа,
Туслăх витĕр пĕр тарман,
Пĕрне-пĕри туртар тăвалла-а-а…
Тав куркийĕ тÿперен,
Çул куркийĕ чĕререн,
Сывă пулăр, хуньăм, хуняма-а-а…
Припев: ( Хушса юрлани
– 2 раза.
------------------------------------------—
Хуньăм, хуньăм, хуняма –
Уçса яр-ха алăкна,
Уçса яр-ха хапхуна-а-а...
Хуньăм, хуньăм, хуняма –
Ăсатсарăр-ха мана
Ăсатсарăр-ха мана-а-а…
----------------------------------------—
4). Хулараринчен ялта
Пурăнмастпăр сан кунтан.
Манăн хуньăм пурăнать,
Хунямине юрата-а-а-ть.
Хĕрĕпеле кĕрÿшне,
Ытарайми мăнукне
Кĕтессе ялан кĕтет -
Килессе аван пĕле-е-е-т…
Шухăшлăр-ха тăвансем,
Шухăшлăр-ха кĕрÿшсем,
Хуньăмран хакли камах пур-ши-и-и…
Шухăшлăр-ха тăвансем,
Шухăшлăр-ха кĕрÿшсем,
Хунямаран ырри кам пур-ши-и-и..
--------------------------------------------—
Припев: ( Хушса юрлани
-------------------------------------—
Хуньăм, хуньăм, хуняма –
Çыру çырăр-ха мана,
Çыру ярăр-ха мана-а-а...
Хуньăм, хуньăм, хуняма –
Хăçан килес ман тата,
Хăçан пырас ман тата-а-а..
Хуньăм, хуньăм, хуняма –
Лартса яр-ха кăрчама,
Туса хур-ха кăрчама-а-а...
Хуньăм, хуньăм, хуняма –
Ыталăттăм эп сана.
Чуп тăвăттăм эп сана-а-а…
-------------------------------------—
Хуньăм, хуньăм, хуняма –
Çыру çырăр-ха мана,
Çыру ярăр-ха мана-а-а...
Хуньăм, хуньăм, хуняма –
Хăçан килес ман тата,
Хăçан пырас ман тата-а-а..
Хуньăм, хуньăм, хуняма –
Лартса яр-ха кăрчама,
Туса хур-ха кăрчама-а-а...
Хуньăм, хуньăм, хуняма –
Ыталăттăм эп сана.
Чуп тăвăттăм эп сана-а-а…
========================