Хисеплĕ ентешĕмĕрсем, Чӑваш Енӗн хаклӑ ҫыннисем! Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн ячӗпе Сире ҫывхарса килекен Ҫӗнӗ ҫулпа тата Раштавпа чун-чӗререн саламлатӑп! Пурте кӑмӑллакан ҫак ҫутӑ уявсем чун ӑшшипе пуян, ырӑ улшӑнусем пуласса тата чи хаклӑ ӗмӗтсем пурнӑҫланасса кӗтнипе палӑрса тӑраҫҫӗ. Иртсе пыракан ҫул тӑрӑшуллӑ ӗҫленипе, пуçаруллă пулнипе, тăван халăхшăн ырă ĕçсем тунипе, ҫӗршывра ҫеҫ мар, республикӑра та пысӑк пӗлтерӗшлӗ событисем пулса иртнипе асра юлчӗ. Йывӑрлӑхсем пире ӑслӑрах пулма хистерӗҫ, вӑйлӑрах турӗҫ, пӗр-пӗринпе ҫывӑхлатрӗҫ, пурнӑҫра чи кирли те чи хакли ҫинчен – тӑвансемпе ҫывӑх ҫынсем, пӗр-пӗрне пулӑшса пыни, ыркӑмӑллӑх ҫинчен – шутлама вӗрентрӗҫ. Чăваш наци ко