Санюк урама тухрĕ. Калитке умĕнче палламан хура кушак ларать. Пит çăмарти çинче те, ал лапки çинче те шурă вырăн пур. Ÿнерçĕ шÿтлесе киçтĕкĕпе питне шурă сăрăпа пăнт тĕртнĕ тейĕн. – Ку камăн кушакĕ - ши? Мĕн ятлă эсĕ? Мăркка? Тен, Ваçук? Пăçук – и? – Пăçук – и? - тесен, кушак килĕшсе сас пачĕ: «Мяу». Санюк ирхине шыв ăсмалла картишне тухрĕ. Пăçук кил умĕнчен кайма та шутламан, хăюллăн картлашка çинче ларать. Санюкпа пĕрле пус патне ерсе çитрĕ. – Эсĕ халь те кайман - и? Ăçта сан кил-таврашĕ? Пĕр хура кушак, пичĕ çинче шурă саплăклăскер йĕтем патĕнчи хурал пÿртĕ патĕнче ларатчĕ. Кам тĕр килсе янă. Çынсем хĕрхенсе -- пулă хÿри, çăкăр касăкĕ, е, çисе ярайман апат юлашкине умне хурса паратчĕç.
КŸРШĔ ХĔРĔ НАТАЛИ. калав Клубра паян ташă каçĕ иртрĕ. Çамрăксем кăмăл туличчен тĕрлĕ стильпе хăйланă ташăсем ташларĕç. Уйрăмах, Çеруш купăса илемлĕн турткаласа чăваш ташшин кĕвви-çемине каласа ташша йыхăравлани, е хĕрсем чуна çывăх юрăсене киленсе юрлаççĕ. - Сенкерленчĕ шуçăм. - Çеçкерех палан. - Ах, ăçта – ши тусăм, - эс иртсе çÿрен?... /юрăран Ку юрăра – çамрăк яш-кĕрĕмĕн "ирхи кайăк хÿриллĕ" тунсăхĕ, чĕре хумханăвĕ те, пурнăç илемĕ те пур: хĕрсен чунĕсене тыткăнлать, ассăн сывлаттарать. Каччăсемшĕн те юрă ют мар, вĕсен кăмăлне те çĕклесе вăй-хал хушать. - Ах, маттур Кирĕклĕ ялĕн каччисем, ирхине ĕçре, каçхине – клубра, ташлама тухсан, вĕсене çитекенни çук, юман кашта çаплах чăтаймасă